Ыран «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишӗн кросс иртет. 10 сехетре пуҫланать. Сире Елчӗкри пасар территорийӗнче кӗтетпӗр.
Çăмăл атлетсен çулталăк пуçламăшĕнчи чи массăллă ăмăртăвĕ «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессинчен пуçланать. Кăçал та апрелĕн 14-мĕшĕнче «пасар – ĕçпе тивĕçтерекен центр» автоçул çинче çуран чупакансен 47-мĕш кросне ирттерме палăртнă.
Ăмăртăва хутшăнакансем
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, территори пайĕсен, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен командисем.
Ăмăрту программи
1-мĕш ушкăнра 2015 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем 500 метра, 2-мĕш ушкăнра 2012-2014 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 500 метра, арçын ачасем 1000 метра, 3-мĕш ушкăнра 2010-2011 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 1000 метра, арçын ачасем 2000 метра, 4-мĕш ушкăнра 2008-2009 çулсенче çуралнă хĕрсем 2000 метра, яшсем 3000 метра (ку ушкăнра та шкулта вĕренекенсем çеç ăмăртаççĕ), 5-мĕш ушкăнра 35 çула çитичченхи хĕрарăмсем 1000 метра, 40 çула çитичченхи арçынсем 2000 метра, 6-мĕш ушкăнра 35-45 çула çитичченхи хĕрарăмсем 500 метра, 40-55 çула çитичченхи арçынсем 1000 метра, 7-мĕш ушкăнра 45-55 çула çитичченхи хĕрарăмсем те, 55-65 çула çитичченхи арçынсем те 500 метра, 8-мĕш ушкăнра 55 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе 65 çултан аслăрах арçынсем те 500 метра чупаççĕ.
1-3-мĕш ушкăнсен зачетне чи лайăх 8 результат, 4-мĕш ушкăнăн зачетне чи лайăх 4 результат, территори пайĕсен, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсемпе организацисен, учрежденисен командисен зачетне арçынсемпе хĕрарăмсен 8 кăтартăвĕ кĕреççĕ.
Чыслав
Мала тухнă пилĕк ушкăнри (1, 2, 3, 4, 5-8) командăсене куçса çỹрекен кубоксемпе, призерсене дипломсемпе чыслаççĕ. Уйрăм призерсене дипломсемпе медальсем, çĕнтерỹçĕсене унсăр пуçне «Елчĕк ен» хаçата 2026 çулхи 2-мĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ.
Заявкăсене тăратасси
Командăна, участниксене (хушамат, ят, ашшĕ ятне, çуралнă çула), дистанцие палăртнă заявкăсене 9.30 сехетчен йышăнаççĕ. Заявкăсене организацисен ертỹçисемпе медицина ĕçченĕсем алă пусса пичетпе çирĕплетмелле. Тĕплĕнрех 2-51-81, 2-55-91 телефонпа ыйтса пĕлмелле.
«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ.